Пӗлтӗр, ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче эпир — Чӑваш халӑх сайчӗ тата чӑваш чӗлхеҫисем — Михаил Иванович Скворцов вил тӑприйӗ ҫине илемлӗ палӑк вырнаҫтарас тӗллевпе «Ҫут тӗнче ӑстине — халӑх палӑкӗ» акци пуҫланӑччӗ. Ҫулталӑк иртнӗ хыҫҫӑн ӑна вӗҫлес терӗмӗр.
Акцие пӗтӗмлетнӗ май ҫакна палӑртас пулать: шел те тӗллевленӗ хисеппухӑнаймарӗ. Ҫавах та пуҫтарӑннӑ укҫа та чӑваш чӗлхин анинче тӑрӑшнӑ хисеплӗ чӗлхеҫе сума суни куҫкӗретех. Пурӗ 50 450 тенкӗ пухма пултартӑмӑр. 300 тенкӗпе пулӑшакан та, 12 пин хывакан та пулчӗҫ. Ҫав шутра — чикӗ леш енчи ӑсчахсем те. Ҫирӗм тӑватӑ ҫын ытла пирӗн акцие хутшӑнчӗ — пурне те вӗсене пысӑк тав!
«Ҫут тӗнче ӑстине — халӑх палӑкӗ» акцие хупни сирӗн пулӑшу кирлӗ маррине пӗлтермест. Пулӑшу счечӗ ҫавах юлӗ — пулӑшакана никам та хирӗҫ пулмӗ.
Укҫа куҫармалли карта номерӗ: 4817 7600 9969 0046 (Сбербанк, мӑшӑрӗ ячӗпе уҫнӑ: «Алевтина Васильевна С.» ят тухмалла).
Банк счёчӗ:
ФИО: Алевтина Васильевна Скворцова
Счёт: 40817810375005816627
Банк получатель: Чувашское отделение № 8613 ПАО Сбербанк
г. Чебоксары
БИК: 049706609
Корр. счет: 30101810300000000609 ИНН: 7707083893
КПП: 212902001
ОКПО: 09286400
ОГРН: 1027700132195
Ӗнер Мускаври ентешӗмӗрсем Акатуя пухӑнчӗҫ. Ҫанталӑк кӗрхи пек сивӗ тӑнине тата ҫапса ҫумӑр ҫунине пӑхмасӑрах халӑх уявра савӑнчӗ.
Мускаври Акатуя Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн пайташӗсен пӗр ушкӑнӗ те хутшӑнчӗ. Йышра правлени ертӳҫи Лидия Филиппова, ҫавӑн пекех Анатолий Кипеч, Светлана Асамат, Улькка Эльмен, Альбина Юрату, Светлана Гордеева, Ольга Васильева, Раиса Воробьева, Лидия Сарине, Елена Светлая, Владимир Мишшан, Дмитрий Суслин, Владислав Николаев, Чӗмпӗрти чӑваш ҫыравҫи Николай Ларионов пулчӗҫ. Чӑваш халӑх артистки Людмила Семенова, Роза Степанова юрӑҫ, Зоя Яковлева телеоператор та ҫак йышраччӗ.
Акатуйпа саламлама политиксем, тӗрлӗ-шайри тӳре-шара, ҫавӑн пекех Питӗрти, Чӗмпӗр тата Иркутск облаҫӗсенчи, Пушкӑртстанри тата, паллах, чӑвашсем пырса ҫитнӗччӗ.
Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ элчелӗхӗнче чӑваш ҫыравҫисен кӗнекисен вулавӑшне йӗркелесшӗн. Республикӑри поэтсемпе писательсене ҫапла сӗнӳпе Пётр Чекмарёв савӑнтарчӗ.
Эрнекун, ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Мускаври национальноҫсен ҫуртӗнче Чӑваш поэзийӗн каҫӗ иртрӗ. Ӑна Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗ (правлени ертӳҫи — Лидия Филиппова) полпредство пулӑшнипе ирттерчӗ.
Мускаври каҫа йӗркелес енӗпе Елчӗк ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ Анатолий Волков хастар чӑваш питӗ нумай пулӑшнине уйрӑммӑн палӑртмалла. Вӑл — Мускаври чӑвашсен обществин правленийӗн ертӳҫин ҫумӗ, Раҫҫейри чӑвашсен автономийӗн хастар ертӳҫисенчен пӗри. Ӳркенмен ентешӗмӗрех, сӑмах май, Чӑваш Ен делегацине кӗтсе илчӗ, пирӗн йыш Мускавран тухса киличченех пӗрле пулчӗ.
Поэзи каҫӗнче Раҫҫейри писательсен пӗрлешӗвӗн правленийӗн ертӳҫи Николай Иванов Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн правленийӗн ертӳҫине Лидия Филипповӑна обществӑлла ҫак ӗҫре хавхаланса та пӗтӗм чуна парса ӗҫленӗшӗн ырларӗ. Чӑваш поэзийӗн каҫне хутшӑннӑ Пётр Чекмарёв та пултаруллӑ чӑваш ҫыравҫисене тата чӑвашсене кӑмӑлтан ырласа калаҫрӗ.
Кама леш енчи чӑвашсем «Учук» фольклор фестивальне кӑҫал та ҫертме уйӑхӗн 29-мӗшнче уявлама палӑртнӑ иккен. Тутарстанри Элмет районӗнчи Патраклӑ ялӗнче пурӑнакансем кӑҫал ӑна 13-мӗш хут ирттерӗҫ.
Тутарстанри «Сувар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивале йӗркелеме Элмет район администрацийӗ те хутшӑнать. Ҫав кунах чӑваш ҫамрӑкӗсен форумне ирттерме палӑртнӑ. Тӑван халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркине сӑнлакан «Ҫумӑр пӑтти», «Хирти кӗлӗ», «Туслӑх ярмӑнкки», «Сӗркке патӗнче хӑнара» лапамсем хӑйсен ӗҫне вӗҫлесен чӑваш дискотеки ирттерме шухӑшланӑ.
«Сувар» хаҫатра Илья Туманов хыпаралнӑ тӑрӑх, ташӑ каҫне чӑваш эстрада артисчӗсем ирттерӗҫ.
«Йӑлана пӑсать-ши ку – калама йывӑр. Тепӗр тесен, халӑх савӑнма килет вӗт праҫнике. Ҫавӑнпа та чуна уҫса ташланинчен сиен пулмасть-тӗр. Ҫамрӑксен хӑйсенле савӑнас килет», — пӗтӗмлетнӗ автор.
Тутарстанри «Сувар» хаҫатра Илья Туманов автор чӑннипех те тӗрӗс ыйтӑва хускатнӑ. «Шавлӑ уявсем те, Акатуйсем те чараймаҫҫӗ эпир вырӑсланса пырас юхӑма», — тесе ҫырнӑ вӑл. Унти тӗп шухӑш — хамӑр чӑваш, ачасем вырӑс пулни.
«Пирӗн ҫумра ӳсекен ҫамрӑк ӑру питӗ хастар. Юрлама-ташлама именсе тӑмасть. Анчах та ӑна чӑвашла калаҫтарма питӗ йывӑр. Аслӑраххисемпе, тен вӗсем калаҫӗҫ-ха, хисеплесе, анчах та хӑйсем хушшинче вырӑсла пуплеҫҫӗ. Нимӗн те тӑваймастӑн кунпа. Ӳкӗте кӗртни те, ятлани те усӑсӑр. Вӗсем итлемеҫҫӗ сана», — сӑнанине пӗр ӳстермесӗр ҫырса кӑтартнӑ унта.
Чӑн та, йӑлт тӗрӗс. Чӑваш чӗлхи пӗтет тесе пысӑк трибуна умӗнче калаҫакан-шавлакансен ачисем те, сӑнанӑ тӑрӑх, чӑвашла калаҫмаҫҫӗ.
Мускавра Чӑваш поэзийӗн каҫ иртӗ. Вӑл ҫӗршывӑн тӗп хулинчи Национальноҫсен ҫуртӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 18 сехетре пуҫланӗ.
Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн правленийӗн ертӳҫи, «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Тӑван Атӑл» журналӗн редакторӗ Лидия Филиппова ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, Мускаври ентешӗмӗрсемпе республикӑри паллӑ ҫыравҫӑсем тӗл пулӗҫ. Вӗсен йышӗнче, сӑмахран, Анатолий Кипеч, Светлана Асамат, Улькка Эльмен, Альбина Юрату, Светлана Гордеева, Ольга Васильева, Раиса Воробьева, Лидия Сарине, Елена Светлая, Владимир Мишшан, Дмитрий Суслин, Владислав Николаев тата ыттисем.
Мускаври Чӑваш поэзийӗн каҫне Шупашкар хули йӗркеленнӗренпе 550 ҫул, Чӑваш автономийӗ 100 ҫул тултарассине халалланӑ.
Культура марафонне пирӗн тӑрӑхри профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗ пуҫарнӑ. Мускаври Чӑваш поэзийӗн каҫне ирттерме ҫӗршывӑн тӗп хулинчи Чӑваш культурин пӗрлӗхӗ тата Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полпредстви пулӑшать.
Ӗнер хыпар ҫитрӗ, Ялавӑрта (Чӗмпӗр облаҫӗ) иккен Алексей Ургалкинӑн палӑкне уҫнӑ. Чаплӑ япала — хамӑрӑн паллӑ ҫынсене асра тытма кунашкал бюстсем тем тесен те питӗ кирлӗ. Уйрӑмах вӗсен тӑван ялӗсенче. Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ сӑваплӑ ӗҫ туса ирттернӗ, Олег Мустаева ҫакӑншӑн пысӑк тав сӑмахӗ каламалла.
Ҫавах та пӑшӑрханмалли те ҫук мар. Темшӗн бюстӑн постаментӗнчи ҫыпӑҫтарнӑ чул ҫине сӑмахсене вырӑсла кӑна касса хунӑ. Вырӑнти чӑвашсем хӑйсен тӑван чӗлхипе ҫырма вӑтаннӑ пуль терӗм те автономи ертӳҫи эп йӑнӑшни пирки каларӗ: «Микула тусӑм, чиновниксемпе ҫапӑҫса халтан кайрӑм ирӗк памарӗҫ. Эпир чӑваш республикинче мар терӗҫ», — хуравларӗ (орфографине сыхласа хӑварнӑ /WhatsApp-па ҫыхӑнса, ҫавна май орфографи ҫине тӑрӑнмасан та юрӗ. Тӗллевӗ кунта — информацие ман пата мӗнле ярса панӑ ҫавӑн пекех сире тивӗҫтересси/ — Авт.).
Чӑн та Чӗмпӗр облаҫӗ Чӑваш Республики мар. Анчах та ку пӗрре те чӑваш чӗлхипе усӑ курма чӑрмав кӳмелле мар пек.
Чӑваш чӗлхин лабораторийӗ хӑйӗн ӗҫне малалла тӑсать. Иртнӗ эрнере эпир уйрӑмах лайӑх ӗҫлерӗмӗр теме пулать — чӑвашла-вырӑсла мӑшӑр пуплевӗшсен йышӗ 50 пинрен иртрӗ. Ку хыпара ҫырнӑ вӑхӑтра кӑтарту 51 961 пуплевӗшпе танлашать.
Аса илтеретпӗр, 40 пинрен эпир ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗсенче иртрӗмӗр. Иртнӗ уйӑха вара 44 012 пуплевӗшпе вӗҫлерӗмӗр. Тепӗр май каласан, иртнӗ эрнере эпир корпуса пӗр 8 пин патнелле куҫарнӑ пуплевӗшпе пуянлатрӑмӑр. Ҫакӑн пек кӑтартусем тума пире Библири («Кивӗ халалтисене» кӗртсе пӗтернӗ) мӑшӑрсене усӑ курни тата Феодосия Ишетер куҫарнӑ Марк Твенӑн «Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени» кӗнеки пулӑшрӗ. Ҫавӑн пекех Хветӗр Акивер куҫарнӑ Василий Шукшинӑн «Пахчапа мунча хуҫи» хайлавӗсем те пӗчӗк тӳпе хыврӗҫ. Ҫапла май малалли тӗллев — 60 пин куҫару.
Ытти кӑтартусем: «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче» халь 1 175 текст, вӗсенче 90 827 пуплевӗш, пурӗ 1 257 пин сӑмах. Куҫарусенче (вырӑслисенче) 773,8 пин сӑмах. Хӑвӑрах куратӑр ӗнтӗ — ӗҫлесен ӗҫ каять. Ҫавна май пурне те пире пулӑшма йыхравлатпӑр!
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Кӑра, кӑрал...
Ашмарин словарӗнче кӑрал сӑмаха ҫапла ӑнлантарса панӑ: «Оружие, орудие... вӑрҫӑ кӑралӗ-хатӗре... Кӑрал тесе, каскалакан тимӗр таврана калаҫҫӗ... «Кӑраллӑ ҫын килет, петӗм халӑх тарса пӗтрӗ!..» Ку вӑл ҫар хатӗрӗ тытнӑ ҫын килнине пӗлтерет.
Кӑрапа кӑрал сӑмахӑн тӗп тымарӗ пӗр пулма пултарать. Авалхи юмах-халапсенче (мифсенче) Кӑра-турӑ ҫинчен калани те пур, ӑна вӑрҫӑ турри тесе шутлама май килет. «Кӑра (Кӑратурӑ) ялан кӑмака умӗнче турчӑкине кӑвар пӑтратать, ун кӑварӗ ҫӗре ӳксен вара вӑрҫӑ пуҫланать...»
Хӑш-пӗрисем кӑрала ӗҫ хатӗрӗ ҫеҫ тесе ӑнлантарма пӑхни те пур. Пирӗн шутпа, кунпа килӗшме йывӑртарах, мӗншӗн тесен ӗҫ хатӗрне пӗтӗмлетсе калакан лайӑх сӑмах хӑй пур: ыртма. «Ҫуркуннепе ыртмине хатӗрлесе ҫитермен ҫынна кам хисеплетӗр?» — тенӗ Улӑп ҫинчен калакан пӗр халапра. Кунта, паллах, ӗҫ хатӗрӗ пирки сӑмах пырать ӗнтӗ.
Чӑваш чӗлхин лабораторийӗ хӑйӗн ӗҫне пуҫланӑранпа икӗ уйӑх иртрӗ. Ҫавна май ҫу уйӑхӗнчи ӗҫ калӑпӑшне пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ темелле.
Пӗрремӗшӗнчен, Электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ Н.И. Ашмаринӑн черетлӗ 6-мӗш томӗпе пуянланчӗ. Ҫавна май халь тата 4 кӗнеке ҫеҫ юлать: 3, 4, 5, 8. 4-мӗшне тахҫанах ярса пама шантарнӑччӗ-ха та, анчах уйӑх хушшинче унпа ӗҫлекен ҫын ӑна вӗҫне ҫити редакцилесе ҫитереймерӗ. Унсӑрӑн пуҫне сӑмахсарсен сайтӗнче Ашмарин словарьне (унта халӗ 36,2 пин сӑмах статйи) эпир «хатӗрлесе ҫитернӗ пекех» статуса хӑпартрӑмӑр — ҫавна май списокра вӑл кӑшт ҫӳлерех хӑпарчӗ.
Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ корпусӗ пирки каласан, кунта та ҫитӗнӳсем ҫук мар. Куҫарнӑ пуплевӗшсен йышӗ сӑмахран 44 012 ҫитрӗ. Е ку малтанхи уйӑхринчен 6 328 ытларах. Ытти кӑтартусем: корпусра халь 1 158 текст (+55), 83 532 пуплевӗш (+3 291), 1 182 874 cӑмах (+27 841). Майӗпен ӳссе пыратпӑр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |